Индустрипе технопарксене аталантарасси ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче ҫырнӑ. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, индустри тата технопарксем -промышленноҫпа пӗчӗк бизнеса аталантармалли пысӑк инструмент. Вӗсем пире питĕ ҫитместчӗҫ.
Эпир вӗсене тума тытӑнтӑмӑр. Парксен пӗр пайне федераци укҫипе, тепĕр пайне пирӗн Аталану корпорацийӗ тата Регион фончӗ тӑваҫҫӗ. Пушкӑртстанра паян пурӗ 12 индустри паркӗпе 18 технопарк. Вӗсенче 168 резидент, инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ - 44 миллиард ытла тенкӗ, 30 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.
Сӑмах май, пирӗн индустрипе технопарксен тытӑмне хӑватлӑ аталантарни республика ҫӗршыври регионсен промышленноҫ политикин тухӑҫлӑхӗн рейтингне умлӑн-хыҫлӑн иккӗмӗш ҫул ертсе пынин сӑлтавӗсенчен пӗри пулса тӑнă.
"МГ" информацийĕпе.