Хӑйсен пурнӑҫӗнче сахал кам ЗАГС отделӗсен начальникӗсем пек нумай туйсем кураҫҫӗ. Акӑ Пишпÿлек районӗнчи ПР патшалӑх юстици енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ЗАГС пайӗн начальникӗ Ирина Михайлова та 10 ҫул ытла ҫамрӑксене çырăнтарать. Специалист сӑнанӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра ҫемье çавăрас ӗҫ ҫине урăхларах пăхаççĕ. Ҫакӑн ҫинчен тата ытти нумай япала ҫинчен калаҫатпӑр та эпир унпа.
— Ирина Витальевна, эсир ку сферӑна мӗнле килтӗр?
— 2023 ҫулхи январӗн 11-мӗшӗнче эпӗ ЗАГСра ӗҫленӗренпе 11 ҫул пулать. Унччен 10 ҫул судья помощникӗ пулнӑ. Эпӗ юрист пĕлĕвĕ илнĕ, пӗррехинче ЗАГСра вакантлă должноҫне йышăнма конкурс ирттерни ҫинчен илтрӗм. Конкурсра сакӑр ҫын пулнӑ. Паллах, эпӗ пӗтӗм ӗҫ спецификине пӗлмен, мӑшӑрланӑва регистрацилени вӑл отдел пурнӑҫлакан патшалӑх пулӑшӑвӗсенчен пӗри ҫеҫ, хут ӗҫӗ кунта питӗ нумай. Кӑткӑс лару-тӑрура ҫынсене пулӑшни мана килӗшет.
— ЗАГСӑн чи кӑмӑллӑ процедурисенчен пӗри — мӑшӑрланӑва регистрацилесси. Савӑнӑҫлӑ самантсенче ЗАГС сотрудникӗ мӗн туять?
— Темиҫе ҫӗр мӑшӑр регистрациленӗ пулин те, церемони вӑхӑтӗнче пӑлхану пурпӗрех пулать. Паллах, малтанах хатӗрленетӗп, кашни мӑшӑр валли тӗрлӗ сценарисем суйласа илетӗп. 2022 ҫулта, паянхи куна, 61 мӑшӑр регистрациленӗ. 2021 ҫулта 57, 2020 ҫулта 55, 2019 ҫулта 79 пулнӑ.
— Ҫамрӑк çынсем "ҫук" тенисем пулнӑ-и?
— Телее, ун пеккисем пулман. Регистрацие пӑрахӑҫлани пулать. Пĕррехинче регистрацилеме хатӗрленсе ҫамрӑксене кӗтеттӗм. Ҫамрӑксем килмерӗҫ, шăнкăравланисене хирӗҫ чӗнмерӗҫ. Каярахпа хӗр урӑх хулана тухса тарса урӑххине качча кайни палӑрчӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва яваплӑх ҫитмест, регистрацие пӑрахӑҫласси ҫинчен асӑрхаттармаҫҫӗ. Вӗсем валли документсем, акт ҫырӑвӗ хатӗрлеҫҫӗ вӗт.
— Шел пулин те, хӑш-пӗр чухне ҫемье саланса каять, эсир вара мӑшӑрсем арканнине регистрацилетӗр. Кӑҫал уйрӑлусем ҫинчен мӗн калама пултаратӑр?
— Паянхи куна 33 мӑшӑр уйрăлнă, пӗлтӗр 38 тӗслӗх пулчӗ. Танлаштарма: 2020 ҫулта 37 уйрӑлу, 2019 — 28 пулнă.
— Ку çул пире миҫе пӗчӗк ҫын парнелерӗ?
— Кӑҫал ача ҫуралассси ӳссе пынине сӑнама пулать, ку кӑмӑллӑ тӗлӗнтерет. Паянхи куна 102 ача ҫуралнӑ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта 92 ача ҫут тӗнчене килнӗ.
— Ирина Витальевна, юлашки ҫулсем пире нумай лайӑххине, анчах нумай ҫухату кӳчӗҫ, ҫапла мар-и?
— Телее, кӑҫал вилӗмсен шучĕ чакрӗ. Паян 205 вилӗме регистрациленӗ, пӗлтӗр 240 пулнӑ. Коронавирус инфекцийӗ нумай пурнӑҫа илсе кайнӑ.
— Ачасене усрава илмелли статистика паян мӗнле?
— Кӑҫал ҫук-ха, пӗлтӗр пĕр ачана илни ҫеҫ пулнӑ. Ҫак процедура 2019 ҫулта питĕ нумай пулчĕ, тӑхӑр ача усрава илнӗ.
— Ята, хушамата улăштарнин процедури пирӗн патра пулать-и?
— Час-часах ятсене улӑштараҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр гражданин хушаматне, ятне, ашшӗ ятне улӑштарчӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл таврӑнчӗ те каллех ашшӗ ятне, ятне каялла улӑштарчӗ.
Карина ИВАНОВА калаçнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ИВАНОВА.
Тулли статьяна «Светлый путь» хаçатра вулăр.