Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
8 Сентябрӗн 2022, 18:46

Пӗтӗм Раҫҫейри урă кунӗ тӗлне

Ачасенчен нумайӑшӗ тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе аппаланаҫҫӗ иккен, çакă вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма ҫирӗплетет.

Пӗтӗм Раҫҫейри урă кунӗ тӗлне
Пӗтӗм Раҫҫейри урă кунӗ тӗлне

Пӗтӗм Раҫҫейри урă кунне пирӗн ҫӗршывра ҫулсеренех сентябрӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уяв историйӗ ХХ ӗмӗрте, шӑпах 1913 ҫулта пуҫланать. Ҫак кунсенче ҫӗршыври библиотекӑсемпе вӗренӳ учрежденийӗсенче сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлакан мероприятисем иртеҫҫӗ: спорт пулӑмӗсем, лекцисем, дискуссисем, алкоголизм проблемисене халалланӑ ҫавра сӗтелсем. Шӑпах ҫак тӗллевпе Пишпÿлекри тĕп библиотека ĕçченĕсем Пишпÿлекри професси училищинче вĕренекенсемпе Виктор Потанинăн "Подари мне сизаря" калавне сӳтсе явнă. Малтан ачасем произведение аудиоформатра итленĕ. Потанинӑн пур произведенийӗсенче те çынсене тӗлӗнмелле юрату палӑрать: кирек мӗнле ҫынна та, ахаль ҫынна та, ыррине те, ырӑ кӑмӑллине те, уҫҫине те – пӗр сӑмахпа каласан, лайӑххине. Сисмесӗрех ачасем пурнӑҫри, хӑйсен пӗлӗшӗсенчи тӗслӗхсем ҫине куҫнă, спирт-сӑра ӗҫнӗ чухне ҫак ҫывӑх ҫыннӑн тата унӑн хӑйӗн шӑпи ҫине япӑх витӗм кӳнисене аса илнĕ. Ачасенчен нумайӑшӗ тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе аппаланаҫҫӗ иккен, çакă вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма ҫирӗплетет.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

Пӗтӗм Раҫҫейри урă кунӗ тӗлне
Пӗтӗм Раҫҫейри урă кунӗ тӗлне
Пӗтӗм Раҫҫейри урă кунӗ тӗлне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: