Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
8 Сентябрӗн 2022, 17:55

Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче ҫулталăк пуҫламӑшӗнченех вӑрттӑн турттаракан 100 яхӑн автомобиле тытса чарнӑ

Водительсем медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман, механика пӑхса тухман.

Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче ҫулталăк пуҫламӑшӗнченех вӑрттӑн турттаракан 100 яхӑн автомобиле тытса чарнӑ
Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче ҫулталăк пуҫламӑшӗнченех вӑрттӑн турттаракан 100 яхӑн автомобиле тытса чарнӑ

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑн ҫулӗсем ҫинче вӑрттӑн турттаракансен 100 яхӑн автомобильне тытса чарнӑ. Кун пирки Пушкӑрт Транспорт министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Ведомство пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, пӗр кун маларах, сентябрӗн 7-мӗшӗнче, республикӑри транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин представителӗсем ПР УГИБДД МВД, дознани, ПР УБЭП МВД представителӗсемпе тата ПР ОВД администраци практикин ӗҫченӗсемпе пӗрле республика территорийӗнче пассажирсем турттарса ҫӳрес енӗпе саккунсӑр пулӑшу паракан ҫынсен ӗҫ-хӗлне чарса лартас тӗлӗшпе черетлӗ рейд ирттернӗ.
Рейдсенче пилӗк транспорт хатӗрне тытса чарнӑ, вӗсенчен пӗри - пĕчĕк класлă автобус тата тӑватӑ ҫӑмӑл автомобиль.
"Ку перевозчиксен ирӗк паракан документаци ҫук. Ку вара водительсем медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухманнине, механика пӑхса тухманнине пӗлтерет. Ку пассажирсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ÿкерет", - каласа панӑ транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗн заместителӗ Александр Клебанов.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Транспорт министерстви.

 

Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче ҫулталăк пуҫламӑшӗнченех вӑрттӑн турттаракан 100 яхӑн автомобиле тытса чарнӑ
Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче ҫулталăк пуҫламӑшӗнченех вӑрттӑн турттаракан 100 яхӑн автомобиле тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: