+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Буздяк районӗнчи Копей-Кубово ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ паллӑ вырӑн пур. Унта ҫӗр айӗнчи ҫӑлкуҫ территорине хӑтлӑлатнӑ: ҫӑлкуҫне тасатнӑ, беседка тата йывӑҫсем лартнӑ.
Вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Ильнур Игдиев каланӑ тӑрӑх, 1954 ҫулта ҫак вырӑнта нефть шыраса скважина шӑтарнӑ. Анчах хура ылтӑн вырӑнне хӑватлӑ шыв фонтанĕ ҫапса тухнă. Вырӑнти ҫынсем шыв илекен ҫӑлкуҫ çавӑнтанпа ӗнтӗ юхать те. Ҫынсем ӑна Буровой Чишма тесе ят панӑ.
Тата ҫакна та хушса хӑварар: çăлкуçа "Атайсал" проект шайӗнче вырӑнти халӑхпа ялтан тухнă ҫыннисем пулăшнипе хăтлăлатма пултарнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ильнур Игдиев/vk.com