Ҫулсеренех сентябрӗн 9-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче эстетикӑпа косметологи проблемисене татса паракан Пӗтӗм тӗнчери комитет вӑйӗпе 1995 ҫулта туса хатӗрленӗ Илем кунне уявлать.
Ҫак кун уйрӑмах эстетикӑллӑ тата кӑмӑл-туйӑм килентерекен мӗнпур илемлӗ япала савăнтармалла.
Ҫак асамлӑ уяв умӗн Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнчи 12 ПКД ушкӑнăн студенчӗсемпе (ертӳҫи Л.Р.Ялалова ) "Маттур пул" программа иртнӗ.
Мероприяти хӑни Зулия Сираева професси визажисчӗ пулнă. Мастер-класа хутшăнакансем хӑйсен тĕсĕпе тата ӳт-тирӗпе тивӗҫлӗ хӑйсем ҫинче тӗрӗслесе пӑхнӑ, декоративлӑ косметикӑн пахалӑхӗпе тата палитрипе паллашнӑ, макияж тума урокӗсем илнӗ.
Хамӑра хамӑр пӑхса эпир хамăра хаклассине ӳстеретпӗр, хамӑршӑн – юратнӑ ҫыншӑн тӑрӑшатпӑр, ыттисене ҫӗнӗлле уҫса паратпӑр. Хӑвӑра юратӑр, ҫынсене пăхăр, хӑвӑр ҫине мӗнле пӑхас тетӗр, ҫавӑн пек пӑхӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.