Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Сентябрӗн 2022, 18:25

Пушкӑртстан ГИБДД пассажирсем турттарас ӗҫ сферинче йĕркене пӑсакансене тупса палăртмалли рейдӑн пӗрремӗш кунӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пĕлтернĕ

Ҫакӑн пек рейдсене ҫывӑх вӑхӑтра малалла ирттереççĕ.

Пушкӑртстан ГИБДД пассажирсем турттарас ӗҫ сферинче йĕркене пӑсакансене тупса палăртмалли рейдӑн пӗрремӗш кунӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пĕлтернĕ
Пушкӑртстан ГИБДД пассажирсем турттарас ӗҫ сферинче йĕркене пӑсакансене тупса палăртмалли рейдӑн пӗрремӗш кунӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пĕлтернĕ


Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Пушкӑртстанри ДПС ГИБДД МВД уйрӑм батальон ӗҫченӗсем Ространснадзор представителӗсемпе пӗрле пассажирсем турттармалли сферӑра пӑснине палӑртас тӗлӗшпе рейд ирттернĕ.
Мероприятин тӗп тӗллевӗсем аварисене асӑрхаттарасси, ҫул-йӗр правилисене пӑсассине палӑртасси тата чарасси тата граждансене автобуссемпе турттарас хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтересси.
Кун каҫиччен автоинспекторсем ӗҫтешсемпе пӗрле пассажирсем турттарассине пурнӑҫлакан 150 ытла транспорт хатӗрне тӗрӗсленĕ.
- ПДД пӑснă 35 ҫынна палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех рейд вӑхӑтӗнче пӗр ÿсĕр водителе тытса чарнӑ, - пӗлтернӗ ПР ГИБДД ертӳҫи Владимир Севастьянов.
Ҫакӑн пек рейдсене ҫывӑх вӑхӑтра малалла ирттереççĕ. "Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР ГИБДД пресс-служби.

Пушкӑртстан ГИБДД пассажирсем турттарас ӗҫ сферинче йĕркене пӑсакансене тупса палăртмалли рейдӑн пӗрремӗш кунӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пĕлтернĕ
Пушкӑртстан ГИБДД пассажирсем турттарас ӗҫ сферинче йĕркене пӑсакансене тупса палăртмалли рейдӑн пӗрремӗш кунӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пĕлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: