Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Сентябрӗн 2022, 21:21

Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн

#Эйфель башни, #Париж, #электроэнерги, #Франци, #тӗнчере, #перекетлӗх

Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн
Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн


Париж мэрийӗ Эйфель башнине ҫутатмалли сехете кӗскетмелли план хатӗрленӗ. Кун пирки Le Journal du Dimanche тата Franceinfo пӗлтереҫҫӗ. Халӗ башня ҫинчи юлашки ҫутта 01:00 (02:00 мск) хыҫҫӑн сӳнтереҫҫӗ. Мэри планӗпе вара 23:45 (00:45 мск) вӑхӑт ҫитсенех ҫутатнине сӳнтерӗҫ. Ку вӑхӑтра башньӑран чи кая юлнӑ хӑнасем таврӑнаҫҫӗ.
Эйфель башнин эксплуатаци обществин (Socit d’exploitation de la tour Eiffel) пуҫлӑхӗ Жан-Франсуа Мартен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак утӑм ытларах енӗпе «ячӗшӗн» ҫеҫ пулать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗрлехи вӑхӑтра башньӑна ҫутатма усӑ куракан энерги ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле тӑкакран 4% ҫеҫ йышӑнать.
Утӑ уйӑхӗнче Франци президенчӗ Эмманюэль Макрон Раҫҫей газпа тивӗҫтерессине чакарнине пула, тата Electricite de France франци компанийӗ ҫӗршыври АЭС реакторӗсен ҫуррине юсав тата тӗрӗслев тӗллевӗпе чарма шутланине пула энергие яваплӑ усӑ курас плана хатӗрлеме шутлани пирки пӗлтернӗ. Макрон господин сӗннипе килӗшӳллӗн, чи малтанах хуласенчи объектсене «усӑсӑр ҫутатнине» чакармалла. Ку ыйтупа Франци президенчӗ вырӑнти влаҫсемпе канашланӑ.
#Эйфель башни, #Париж, #электроэнерги, #Франци, #тӗнчере, #перекетлӗх
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.kommersant.ru/doc/5557975

Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн
Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн
Автор:
Читайте нас: