Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Сентябрӗн 2022, 22:09

Уфари "Транспорт тата строительство" пӗтӗм тӗнчери конгресра мӗн кӑсӑкли пулӗ?

Тӗплӗнрех информацие "Транспорт тата строительство" тӗнчери конгресӑн официаллӑ сайтӗнче пĕлме пулать.

Уфари "Транспорт тата строительство" пӗтӗм тӗнчери конгресра мӗн кӑсӑкли пулӗ?
Уфари "Транспорт тата строительство" пӗтӗм тӗнчери конгресра мӗн кӑсӑкли пулӗ?

Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшĕччен Пушкӑртстанӑн тӗп хули "Транспорт тата строительство" Пĕтĕм тӗнчери пӗрремӗш конгресӑн хутшӑнаканĕсемпе хӑнисене – патшалӑх тата бизнес представителӗсем чи кирлӗ ыйтусене сӳтсе явакан пысӑк мероприятие йышӑнӗ.
Пысӑк компанисен министрӗсемпе топ-менеджерӗсем килĕç.
Темиҫе кун вӗсем цифрӑласси, импорта улӑштарассине аталантарасси, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курасси, экономикӑн малта пыракан отраслӗсене пулӑшу памалли программӑсене пурнӑҫласси ҫинчен ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Мероприяти виҫӗ площадкӑра иртӗ.
Тӗп программӑна "Пуласлӑх строительстви" парк территорийӗнче Рубежная, 178 урамра палӑртнӑ.
Иккӗмӗш локаци – "Уфа-Арена" умӗнчи площадь.
Конгресс "НефАЗ" компанийӗ 45 ҫул тултарнине пула Нефтекамскра уяв мероприятийӗсемпе вӗҫленет.
Конгресс шайӗнче ҫынсене валли кӑсӑклӑ тата усӑллӑ мероприятисем питӗ нумай иртӗҫ.
Уфа çыннисемпе столицӑн хӑнисем выставкӑри уйрӑм павильонра Уфа хули 450 ҫул тултарнă тӗлне мӗн тунине курма пултараҫҫӗ.
Тӗплӗнрех информацие "Транспорт тата строительство" тӗнчери конгресӑн официаллӑ сайтӗнче пĕлме пулать.
"МГ" информацийĕпе.

Уфари "Транспорт тата строительство" пӗтӗм тӗнчери конгресра мӗн кӑсӑкли пулӗ?
Уфари "Транспорт тата строительство" пӗтӗм тӗнчери конгресра мӗн кӑсӑкли пулӗ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: