Юсаса ҫӗнетнӗ комплекс уҫнӑ церемоние хутшӑнакансемпе калаҫнӑ май Владимир Путин Саур-Масар мемориаллӑ комплексне юсаса ҫӗнетни – ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн паттӑрлӑхӗсемпе геройӗсене, Донбаса нацист захватчикӗсенчен хӗрхенмесӗр ирӗке кӑларнисене, Донецк ҫеҫенхирӗсемпе Миус ҫыранӗсемшӗн, авалхи Саур-Масаршăн паттӑррӑн ҫапӑҫнине, 1943 ҫулхи çулла Хӗрлӗ ҫар наступлени тунӑ чухне чи пысӑк плацдарм пулса тӑнине палӑртнă.
Пушкӑртстан студенчӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри стройотряд йышĕнче Саур-Масар (ДНР) мемориаллӑ комплексне юсас ӗҫе хутшӑннӑ.
Мемориал комплексне уҫас церемоние Мариински театрӗн солисчӗ, Пушкӑртстан халӑх артисчӗ Аскар Абдразаков хутшӑннă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.