Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
14 Сентябрӗн 2022, 20:35

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 2023-2024 ҫулсенчи суйлав циклне регион территорийӗнче старт панӑ

2024 ҫулта вара Раҫҫей Президенчӗн тата Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавӗ пулмалла.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 2023-2024 ҫулсенчи суйлав циклне регион территорийӗнче старт панӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 2023-2024 ҫулсенчи суйлав циклне регион территорийӗнче старт панӑ

Паян, сентябрӗн 14-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ, "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Радий Хабиров 2023-2024 ҫулсенчи суйлав кампанине хатӗрленес енӗпе республикӑри политика канашӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннă.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" регионти уйрӑмӗн ӗҫӗн тӗллевӗсене ҫитес ҫулсене палӑртнӑ. Вӑл ҫакна ӑнлантарнă: 2022 ҫулта республикӑра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хушма суйлавӗсем иртнĕ. 156 йышӑнакан мандатсенчене "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" мандачĕсем ытларах - 137. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ку лайӑх результат.
"Тепӗр ҫул питӗ пĕлтерĕшлĕ пулать. 2023 ҫулта Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвне - Курултайне суйлав иртет. Унӑн депутачӗсем паян эффективлă та тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, - палӑртнă Радий Хабиров. - Пирӗн парламентӑн ҫӗнетнӗ составӗ те ҫавӑн пекех вӑйлӑ пуласса шанатӑп. Унсӑр пуҫне, эпир ял совечӗн 8 пин депутатне суйлăпӑр. 2024 ҫулта вара Раҫҫей Президенчӗн тата Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавӗ пулмалла. Ку чи пысӑк задача. Ҫак событисене хатӗрленме тата туса ирттерме май килнӗ таран яваплӑ пулмалла".
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 2023-2024 ҫулсенчи суйлав циклне регион территорийӗнче старт панӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ 2023-2024 ҫулсенчи суйлав циклне регион территорийӗнче старт панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: