Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
14 Сентябрӗн 2022, 21:12

Пушкӑртстанпа Узбекистан спорт сферинче ĕçлесси ҫинчен меморандум тунӑ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстанпа Узбекистан спорт сферинче ĕçлесси ҫинчен меморандум тунӑ
Пушкӑртстанпа Узбекистан спорт сферинче ĕçлесси ҫинчен меморандум тунӑ

Физкультурӑпа спорт сферинче пӗр-пӗринпе килӗштерсе ĕçлесси ҫинчен калакан килӗшӗве Наманган хулинче алӑ пуснӑ. Документ айне Наманган облаҫӗн гокимĕ Шавкат Абдуразаковпа Пушкӑрт спорт министрӗ Руслан Хабибов алӑ пуснă.
Меморандум шайӗнче республика Наманган облаҫӗпе программӑсемпе, опытпа тата информаципе спорт организацийӗсемпе, вӗренӳ заведенийӗсемпе федерацисем хушшинчи информаципе паллаштарма палӑртнӑ.
Енсем пӗрле вӗренекен семинарсемпе курссем, симпозиумсемпе конференцисем, фестивальсемпе выставкӑсем, спорт кадрӗсене хатӗрлемелли опыта пайласси, анлӑ мероприятисем ирттересси, наци спорчӗн тӗсӗсене пӗрле пӑхса тухасси ҫинчен калаҫса татӑлнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР правительствин пресс-служби.

Пушкӑртстанпа Узбекистан спорт сферинче ĕçлесси ҫинчен меморандум тунӑ
Пушкӑртстанпа Узбекистан спорт сферинче ĕçлесси ҫинчен меморандум тунӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: