Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
16 Сентябрӗн 2022, 17:57

Тӗнчери Пӗрремӗш "Транспорт тата строительство" конгресӑн хӑнисем Уфан пуласлӑхне курӗç

Сентябрӗн 20-мӗшӗнче тата 21-мӗшӗнче Уфа юбилейне халалланӑ стенда кӗрсе курма пурте пултараҫҫӗ.

Тӗнчери Пӗрремӗш "Транспорт тата строительство" конгресӑн хӑнисем  Уфан пуласлӑхне  курӗç
Тӗнчери Пӗрремӗш "Транспорт тата строительство" конгресӑн хӑнисем Уфан пуласлӑхне курӗç

Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшĕччен Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче "Транспорт тата строительство" пӗтӗм тӗнчери конгресс иртӗ. Столицӑна хутшӑнакансемпе хӑнасен форумӗн шайӗнче культура программи кӗтет. Сентябрӗн 20 тата 21-мӗшӗсенче "Конгресс паркӗнче" Уфа 450 ҫул тултарнине халалланӑ павильон ӗҫлӗ.
Стенд уҫма мӗнле хатӗрленнипе Уфа мэрĕ Ратмир Мавлиев паллаштарнӑ.
Экспозицире тӑратакан 10 стенд шутӗнче – "Кӑнтӑр хапхи", "Пуканесен театрӗ", "Фехтовани центрӗ", "Совет площадьне юсаса çӗнетесси", "Октябрьти революци урамне юсаса çӗнетесси", "Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗ", "Кӗсменпе ишекен слалом валли сооруженисен комплексӗ" тата ытти те.
Уфан бизнес-шерифĕ Дамир Галиуллин каланӑ тӑрӑх, "Транспорт тата строительство" конгресс хӑнисем малашлӑхри Уфана курма пултарӗҫ.
Сентябрӗн 20-мӗшӗнче тата 21-мӗшӗнче Уфа юбилейне халалланӑ стенда кӗрсе курма пурте пултараҫҫӗ. Павильон 10:00 сехетрен пуҫласа 20:00 таран ĕçлет.
"МГ" информацийĕпе.

 

Тӗнчери Пӗрремӗш "Транспорт тата строительство" конгресӑн хӑнисем  Уфан пуласлӑхне  курӗç
Тӗнчери Пӗрремӗш "Транспорт тата строительство" конгресӑн хӑнисем Уфан пуласлӑхне курӗç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: