Раҫҫей регионӗсен тата ют ҫӗршывсен ассоциацийӗсен съезчӗн ларӑвӗ Пушкӑрт тӗп хулинче иртекен "Транспорт тата строительство" Пӗтӗм тӗнчери конгресс шайӗнче иртнӗ.
Мероприятие хутшӑнакансем - Крымри, Краснодар крайӗнчи, Атӑл тӑрӑхӗнчи, Мускаври, Узбекистанри тата Беларуҫ Республикинчи обществӑлла организацисен представителӗсем.
Пушкӑртстан Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров пӗлтӗр республикӑра 2,9 млн тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янине палӑртнă.
Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, строительствӑн пысӑк хӑвӑртлӑхӗсене пулӑшнисӗр пуҫне, ҫурт-йӗр тӑвакансем халӑх валли пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе усӑ курма май пуррине тивӗҫтерессипе, ҫав шутра - тивӗҫлӗ социаллӑ инфратытӑм йӗркелесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Премьер-министр ҫавӑн пекех паянхи съезд пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин чи лайӑх практикисене тӗпчесе пӗлме тата опытпа улшăнма лайӑх май пулнине палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.