+25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 1-4 класра вӗренекенсем экскурсине кайнă. Ачасем ку мероприятие чӑтӑмсӑррӑн кӗтнĕ. Чылай ҫуран утмалла пулчӗ пулин те, ачасем ҫутҫанталӑкпа хутшӑннипе, уҫӑ сывлӑшра вылянипе кӑмӑллӑ пулнă. Экскурси хыҫҫӑн пурте Пишпÿлек районĕнче ҫутҫанталӑк питӗ илемлӗ, ӑна сыхламалла тата упрамалла иккенне ăнланнă.
#Экскурсия
#МыЗаЗОЖ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.