Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Сентябрӗн 2022, 18:41

Патшалӑх Думи усӑ курман ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене туртса илесси ҫинчен калакан саккун проектне пӗрремӗш хут вулавра йышӑннӑ

Усӑ курман ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗсене туртса илесси ҫинчен саккун проектне Пӗрремӗш хут вуласа Патшалӑх Думин ларӑвӗнче йышӑннӑ.

Патшалӑх Думи усӑ курман ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене туртса илесси ҫинчен калакан саккун проектне пӗрремӗш хут вулавра йышӑннӑ
Патшалӑх Думи усӑ курман ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене туртса илесси ҫинчен калакан саккун проектне пӗрремӗш хут вулавра йышӑннӑ

Усӑ курман ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗсене туртса илесси ҫинчен саккун проектне Пӗрремӗш хут вуласа Патшалӑх Думин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Кун ҫинчен Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӗнче пӗлтернӗ.
Пӗрремӗш хут вуланӑ чухне йышӑннӑ документ Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсса усӑ курнă е ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗсемпе тĕллевсĕр усă курнă тĕслĕхе ҫиеле кăларсан, ăна туртса илмелли механизма лайӑхлатать.
Документ ҫавӑн пекех муниципалитетсен е Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен харпӑрлӑхне илмелли ҫӗр лаптӑкӗсене туянасси ҫинчен калакан йышӑнусене йышӑнмалли вӑхӑта 15 кун таран чакарассине палӑртать. Халӗ вӑл пĕр уйӑхпа танлашать. Ҫитменнине тата тивӗҫлӗ судсене пӑхса тухмалли сроксем кӗскелеҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Патшалӑх Думи усӑ курман ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене туртса илесси ҫинчен калакан саккун проектне пӗрремӗш хут вулавра йышӑннӑ
Патшалӑх Думи усӑ курман ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене туртса илесси ҫинчен калакан саккун проектне пӗрремӗш хут вулавра йышӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: