Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Сентябрӗн 2022, 20:35

Пишпÿлек районӗнче культура ӗҫченӗсен профсоюз активӗ валли семинар иртнӗ

Мероприяти Альшей, Пелепей, Мияки тата Пишпÿлек районӗсен представителӗсене пухнӑ.

Пишпÿлек районӗнче культура ӗҫченӗсен профсоюз активӗ валли семинар иртнӗ
Пишпÿлек районӗнче культура ӗҫченӗсен профсоюз активӗ валли семинар иртнӗ

Пишпÿлек районӗнче культура ӗҫченӗсен профсоюз активӗ валли республикӑри тухса çӳремелли семинар иртнӗ. Мероприяти Альшей, Пелепей, Мияки тата Пишпÿлек районӗсен представителӗсене пухнӑ. Семинар пур ыйтусене, республикӑн профсоюз юхӑмӗнчи юлашки туртӑмсене сӳтсе явма, ҫавӑн пекех пӗрле ӗҫлемелли план туса хатӗрлеме тивӗҫ. Ӗҫ тӗлпулӑвне Республикӑри культура ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Александр Кузьменко, районти культработниксен профсоюз председателӗ Павел Михайлов, ҫавӑн пекех Пелепейри профсоюз организацийӗн представителӗ Ольга Ивлева хутшӑннă.
Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов профсоюз юхӑмӗ ӗҫ ҫыннисен прависене тивӗҫтерес ӗҫре яланах пысӑк вырӑн йышӑннине, ҫавӑн пекех ку енӗпе ӗҫлесси малалла тӑсӑлассине палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Пишпÿлек районӗнче культура ӗҫченӗсен профсоюз активӗ валли семинар иртнӗ
Пишпÿлек районӗнче культура ӗҫченӗсен профсоюз активӗ валли семинар иртнӗ
Пишпÿлек районӗнче культура ӗҫченӗсен профсоюз активӗ валли семинар иртнӗ
Пишпÿлек районӗнче культура ӗҫченӗсен профсоюз активӗ валли семинар иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: