#владимирпутин
Виталий Мутко ҫурт-йӗр сферине аталантармалли институтӑн ӗҫ результачӗсем ҫинчен Президента пӗлтернӗ.
Путин "Дом.РФ" Акционер обществин генеральнӑй директорӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ. Тӗлпулу стенограммипе Раҫҫей Президенчӗн сайтӗнче паллашма пулать.
Мутко Раççейĕн пурӑнмалли ҫурт-йӗр сфери пӗтӗмӗшле аталанса пыни ҫинчен пӗлтернӗ: сакӑр уйӑх хушшинче 70 миллион тӑваткал метр хута янӑ. Ҫӗршывра пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянмалли меслет - ипотека. Ҫӗршывра темиҫе ипотека программи пур. Раҫҫейре пурӑнакансем ипотека заемне мӗнле программа тӑрӑх йӗркелеме пултарнине "Дом.РФ" консультаци центрӗнче пӗлме юрать.
Ҫавӑн пекех ҫӗршывра аренда илмелли ҫурт-йӗр программи аталанать, вӑл Раççей ҫыннисен хисепӗпе усӑ курать.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.