Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Сентябрӗн 2022, 20:15

Пушкӑртстанри мобилизациленисене мӗнле вӗренӳ центрӗсене яни паллӑ

Пирӗн каччăсене ҫар вӗренӳ учрежденийӗсен базине пухаҫҫӗ — вӗренӳ центрӗсем е ҫар училищисене.

Пушкӑртстанри мобилизациленисене мӗнле вӗренӳ центрӗсене яни паллӑ
Пушкӑртстанри мобилизациленисене мӗнле вӗренӳ центрӗсене яни паллӑ

Пушкӑртстанран мобилизаципе чӗннисене мӗнле вӗренӳ центрӗсене яни паллӑ пулнă. Пушкӑртстанри Ҫар комиссарӗ ӗнер тухса кайнӑ резервистсем Пенза, Саратов, Хусан, Елань тата Вольск хулисенчи вӗренӳ чаҫӗсем вырнаҫнӑ ҫӗре янă, çакăн пирки уйрăм мобилизаци пирки пынă брифингра палӑртнӑ.
"Пирӗн каччăсене ҫар вӗренӳ учрежденийӗсен базине пухаҫҫӗ — вӗренӳ центрӗсем е ҫар училищисене. Ҫакӑн пек йышӑнӑва вӗсен территорийӗнче вӗренӳпе пурлăх бази пулнăран, полигонсем, вӗренӳ класӗсем, тренажерсем, ҫынсене вырнаҫтарма, вӗсен апат-ҫимӗҫпе, мунча, прачка пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли ҫителӗклӗ фонд пур. Вӗсем унта ӗнтӗ, чаҫе кӗрес енӗпе мероприятисем ирттереҫҫӗ, тумланаҫҫӗ, пӗр уйӑха яхӑн ҫапӑҫури слаживанипе занятисем ирттерме хатӗрленеҫҫӗ", — пӗлтернӗ ҫар комиссарӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Пушкӑртстанри мобилизациленисене мӗнле вӗренӳ центрӗсене яни паллӑ
Пушкӑртстанри мобилизациленисене мӗнле вӗренӳ центрӗсене яни паллӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: