Ҫутҫанталӑкăн уйрӑмах сыхлакан Пушкӑрт территорийӗсен дирекцийӗ "Иремель" ҫутҫанталӑк паркӗнче туристсен ҫӗнӗ маршрутне туса хатӗрлесси ҫинчен пӗлтерет: ҫуран, утлӑ, юрпа тата автомобильпе. 2022-2023 ҫулсенче кунта информаци тата навигаци паллисем лартма, стоянкӑсем лартмалли вырӑнсем йӗркелеме планлаҫҫӗ. Маршрутсен координачӗсен трекӗсене сайтра вырнаҫтарӗҫ, туристсем вӗсене смартфонсемпе GPS-навигаторсем ҫине куçарса илме пултарӗҫ.
Маларах "Башинформ" республикӑра туризм мӗнле аталаннине пӗлтернӗ, ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк паркӗсен территорийӗнче хăвна мӗнле тытмалли правилӑсене аса илтернӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Рустам Игибаев / ПР ООПТ Дирекцийӗ.