+3 °С
Уҫҫӑнах
Куҫман пурлӑх тата транспорт хатӗрӗсен объекчӗсен харпӑрҫисен уйрăм ҫынсен пурлӑх, ҫӗр тата транспорт налукӗсене 2022 çулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӳлемелле.
Федерацин налук служби уйрăм ҫынсен транспорт тата ҫӗр налукӗсен, ҫавӑн пекех пурлӑхшӑн паракан налука тӳлеме ҫулсерен налук хучĕсем ярса пама пуҫланӑ. Раҫҫейри ФНС интернет-сервиспа усӑ куракансем "Уйрăм ҫынсем валли налук тӳлекенӗн личнӑй кабинечӗ " электронлӑ формӑпа пӗлтерӳ илӗҫ, ӑна почта ярса памĕ. Ҫавӑн пекех патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене паракан нумай функциллӗ центрсенче (МФЦ) налук ҫинчен пӗлме пулать.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.