Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
30 Сентябрӗн 2022, 13:41

Иглинра мобилизациленнисене ӑсатнă

Мобилизаципе каякансем хушшинче ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ опытлӑ ҫар ҫыннисем те, ҫамрӑксем те пур, вӗсем ҫулталӑк ҫурӑ каярах ҫеҫ службӑран таврăннă.

Иглинра мобилизациленнисене ӑсатнăИглинра мобилизациленнисене ӑсатнă
Иглинра мобилизациленнисене ӑсатнă

Пушкӑртстанри Иглин районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ывӑлӗсене, упӑшкисене, тусӗсене ятарлă ҫар операцине ӑсатнă.
Мобилизациленисене ӑсатма ашшӗ-амӑшӗсем, арӑмӗсем, ачисем тата йышлă тусӗсем килнĕ. Призывниксенчен нумайӑшӗ вӗсен кӑмӑл-туйӑмӗ çирĕп, повестка илессине кӗтнӗ, хӑрамаҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ. Мобилизациленнисен ҫывӑх ҫыннисем вара хӑйсем питӗ кулянни ҫинчен пӗлтернĕ. Нумайӑшӗ лайӑххине ӗненеҫҫӗ, арҫынсем сывӑ таврӑнасса шанаҫҫӗ, тесе ӗнентернĕ.
Мобилизаципе каякансем хушшинче ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ опытлӑ ҫар ҫыннисем те, ҫамрӑксем те пур, вӗсем ҫулталӑк ҫурӑ каярах ҫеҫ службӑран таврăннă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Иглинра мобилизациленнисене ӑсатнă
Иглинра мобилизациленнисене ӑсатнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас