Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 4 "а", 4 "б", 3 "б" классенче вӗренекенсем Пишпÿлек районӗнчи "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!" Украина территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн çамрăксене пулӑшас тӗллевпе пӗрлӗх акцине хутшăннă. Вӗренекенсем ҫырусем, тав, ырлӑх, ӑнӑҫу, мӑнаҫлӑх сӑмахӗсем ҫырнӑ. Ӳкерчӗксем ӳкернĕ, вӗсен ҫырӑвӗсене вуласан савӑнччӑр тесе. Акӑ мӗн ҫинчен ҫырнӑ ачасем. Ачасене сӑнама интереслӗ. Вӗсен куҫӗсем мӗнле ҫунаҫҫӗ, вӗсем кам илесси ҫинчен, вӑл ҫак ҫырушӑн мӗнле савӑнасси ҫинчен сӳтсе явнă. Ан тив, çамрăксем, ҫыру-виҫкӗтеслӗхсене илсен, хӑйсен тӑван ҫӗршывӗн вăй-хăватне илĕç.
Пӗрле эпир - вӑй! Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр! Пирӗн ҫырусен лейтмотивӗ ҫавӑн пек!
#СвоихНеБросаем
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.