Пушкӑртстанӑн Ситуаци центрӗ республикӑра пурӑнакансенчен уйрӑм мобилизаципе ҫыхӑннӑ шӑнкӑравсене куллен йышӑнать. Операторсем ыйтусене хуравлаҫҫӗ, кӑткӑс лару-тӑрура решенисем тупма пулӑшаҫҫӗ. Ситцентр сотрудникӗсем çар комиссариачӗн эксперчӗсемпе тата Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.
Сентябрӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшĕччен Ситуаци центрӗн хӗрӳ линийӗ ҫине 6771 шăнкăрав кӗнӗ, операторсем кун каҫиччен вӑтамран 1500 яхӑн шăнкăрав илеҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, уйрӑм мобилизаци енӗпе хӗрӳ лини Пушкӑртстанра çак телефонсемпе ӗҫлет:
122 хушса ҫырмалли 1, 8 (347) 218-19-19 номер. Ситцентр куллен ирхи сакăр сехетрен пуҫласа каçхи сакăр сехетчен канмалли кунсӑр ӗҫлет.
122 хӗрӳ лини службине уйрӑм мобилизаци ыйтăвĕсемпе ҫӗршывӑн пур регионӗнче те сарса янӑ. Ку вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗ тата ҫӗршыв Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин хушнипе.
Пулӑшма правительство порталӗ "Объясняем.РФ" ӗҫлет. https://vk.com/obyasnyaemrf кӑсӑклӑ ыйтусем ҫине хуравсем тупма пултаратӑр.
"Башинформ" информацийĕпе.