Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
4 Октябрӗн 2022, 20:14

Волонтерсен Шаймуратов ячӗллӗ штабне Пушкӑрт çыннисенчен 300 ытла шăнкăрав килнӗ

Волонтер штабне кол-центр телефонӗпе шăнкăравлама юрать: 8 800 201 89 03.

Волонтерсен Шаймуратов ячӗллӗ штабне Пушкӑрт çыннисенчен 300 ытла шăнкăрав килнӗ
Волонтерсен Шаймуратов ячӗллӗ штабне Пушкӑрт çыннисенчен 300 ытла шăнкăрав килнӗ

Пушкӑртстанра "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн никӗсӗнче Радий Хабиров хушнипе йӗркеленӗ Минигали Шаймуратов ячӗллӗ волонтер штабӗ тата унӑн вырӑнти уйрӑмӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи куна унӑн кол-центрне тӗрлӗ ыйтусемпе 327 шăнкăрав килнӗ. Штаба уйрӑм ҫар операцине хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑнакан е уйрӑм мобилизаци шайӗнче чӗнсе илнӗ Пушкӑрт ҫыннисен хурӑнташӗсемпе ҫемйисене социаллӑ, психологи, йӑла тата урӑх пулӑшу пама йӗркеленӗ.
Республикӑра пурӗ 64 волонтер штабӗ ӗҫлет, вӗсенчен 63 вырӑнти "Единая Россия" пайсен лаптӑкӗсенче. Регионти кол-центр штабĕнче тӑватӑ оператор тата 40 автоволонтер ӗҫлет. Вырӑнсенче - пӗрер оператор, пилӗк автоволонтер.
Волонтер штабне кол-центр телефонӗпе шăнкăравлама юрать: 8 800 201 89 03. Штаб куллен 9.00 сехетрен пуҫласа 18.00 сехетчен ӗҫлет.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Единая Россия" партин регионти ĕçтăвкомӗн пресс-служби.

Волонтерсен Шаймуратов ячӗллӗ штабне Пушкӑрт çыннисенчен 300 ытла шăнкăрав килнӗ
Волонтерсен Шаймуратов ячӗллӗ штабне Пушкӑрт çыннисенчен 300 ытла шăнкăрав килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: