Çутă çул
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
5 Октябрӗн 2022, 20:53

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ учительсене професси уявӗпе саламланă

Сирӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫӗр тӑван республикӑпа аслӑ Раççее малалла та аталантартӑр.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ учительсене професси уявӗпе саламланă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ учительсене професси уявӗпе саламланă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров учительсемпе педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене професси уявӗпе -Учитель кунӗпе саламланă.
Учительсем паянхи ансат мар вӑхӑтра хӑйсен гражданла тивӗҫне яваплӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, хӑйсен вӗренекенӗсемпе чи кирли ҫинчен калаҫаҫҫӗ, ентешсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Республикӑри шкулсенче халӗ инженер, медицина, кадет, шаймуратов тата ытти профиль класӗсем уҫӑлаҫҫӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн шухӑшӗпе, хальхи педагогӑн ӑс-хакӑл, чӑтӑмлӑх, предмет компетенцийӗсемпе усӑ курмалла, хӑйӗн ӑсталӑхне яланах лайӑхлатмалла.
"Республикӑри шкулти учительсенчен нумайӑшӗ - ырӑ та сисӗмлӗ хӗрарӑмсем. Сирӗн черчен хулпуҫҫисем ҫинче вӗренӳ системи тытӑнса тӑрать, эсир ҫак ырӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлатӑр, - конструкциленӗ вӑл. - Тепӗр çул пирӗн педагогпа наставникӑн çулĕнче нумай ӗҫ тумалла – вӗренӳ пахалӑхне ӳстермелле, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене хатӗрлемелле, ачасене ӳт-пӗвӗпе тӗреклетмелле, вӗсене пулас специальноҫ суйласа илме пулӑшмалла. Ачасем туслашма, çĕннине шухăшласа кăларса тума вӗренни, Тӑван Ҫӗршыв патриочӗсем пулса ӳсни, харпӑр хӑй тата професси ӳсӗмне хатӗр пулни кирлӗ. Ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вăй-хал, оптимизм тата хавхалану сире, хаклӑ учительсем! Сирӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫӗр тӑван республикӑпа аслӑ Раççее малалла та аталантартӑр".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА.

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ учительсене професси уявӗпе саламланă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ учительсене професси уявӗпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: