Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
5 Октябрӗн 2022, 21:06

Радий Хабиров Пушкăртстанра СВОра аманнисем валли госпиталь уҫма сӗннĕ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Радий Хабиров Пушкăртстанра СВОра аманнисем валли госпиталь уҫма сӗннĕ
Радий Хабиров Пушкăртстанра СВОра аманнисем валли госпиталь уҫма сӗннĕ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче аманнӑ салтаксем валли госпиталь уҫма сӗннӗ. Хӑйӗн сӗнӗвне вӑл ӗнер, çар задачисене пурнӑҫланӑ чухне аманнӑ Шаймуратов батальонӗнчи боецсемпе тата вӗсен ҫемйисемпе тӗл пулнă вăхăтра пӗлтернӗ.
Радий Хабиров пӗлтернӗ тӑрӑх, Уфара Шаймуратов, Доставалов тата "Барс"отрячӗсенчен аманнисене сыватма больницӑсенчен пӗринче опытлӑ врачсемпе хирурги госпиталӗ уҫма палӑртнӑ.
Республика ертӳҫи çавӑн пекех Раҫҫей Оборона министерствипе регион медицина учрежденийӗсенче аманнӑ боецсене сиплес тата реабилитацилес ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн сайчӗ.

Радий Хабиров Пушкăртстанра СВОра аманнисем валли госпиталь уҫма сӗннĕ
Радий Хабиров Пушкăртстанра СВОра аманнисем валли госпиталь уҫма сӗннĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: