Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Октябрӗн 2022, 20:57

Радий Хабиров турккӑсен бизнесменӗсене Пушкӑртстана чӗннӗ

Турцире Пушкӑртӑн экономика вӑй-хӑвачӗн официаллӑ презентацийӗ иртет.

Радий Хабиров турккӑсен бизнесменӗсене Пушкӑртстана чӗннӗ
Радий Хабиров турккӑсен бизнесменӗсене Пушкӑртстана чӗннӗ

Турцире Пушкӑртӑн экономика вӑй-хӑвачӗн официаллӑ презентацийӗ иртет. Турккӑсен партнерӗсем умӗнче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров видеоҫыхӑну енӗпе тухса каланӑ.
Радий Хабиров хӑйӗн саламӗнче Пушкӑртстанăн ют çӗршывсемпе тулашӗнчи тавар ҫаврӑнӑшӗ 4,6 миллиард долларпа танлашнине палӑртнӑ. Турци Пушкӑртри экономикӑри чи пӗлтерӗшлӗ партнер шутланать. Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Турципе тавар ҫаврӑнӑшӗ икӗ хут ӳснӗ, 208 миллион доллара ҫитнӗ.
Радий Хабиров юлашки вӑтӑр ҫул хушшинче турккӑсен строителӗсем Пушкӑртстанра ҫӗр миллион долларлӑх проектсем пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтернӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Радий Хабиров турккӑсен бизнесменӗсене Пушкӑртстана чӗннӗ
Радий Хабиров турккӑсен бизнесменӗсене Пушкӑртстана чӗннӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: