

Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайӗн председателӗ Константин Толкачев Пушкӑртстанри федерацин спецтумтир, тумтир, термотумтир, ҫывӑрмалли михӗсем, снаряженисем, ҫавӑн пекех медицина изделийӗсемпе эмел препарачӗсем хаклăланнипе Пушкӑрт Республикинчи Федерацин антимонопольнăй службин управленийӗн ертӳҫи Андрей Хомяков патне чӗнӳ янӑ.
– Юлашки эрнере депутатсен адресĕпе суйлавҫӑсен ыйтӑвӗсем нумай килнӗ, унта ҫар экипировкин предмечӗсем тата чи кирлӗ медицина таварӗсен хакĕсем пысӑкланни ҫинчен каланӑ, – ăнлантарнă Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев. – Ытти регионсенче те ҫавнах палӑртаҫҫӗ. Мобилизациленӗ граждансен пухӑвӗ чӗннипе ыйтнине хирӗҫ хаксем ҫӗкленчӗҫ пулмалла. Ҫапла, пасар законӗсем пур. Анчах та пуяс кӑмӑл пурри те пур-ха, хӑш-пӗр чухне вӑл шухӑшлӑ майсенчен чылай тухса каять. Эпир республика пасарне тишкерсе тухма тата хаксем тӗрӗс мар ӳсме ирӗк паракан уйрӑм сутуҫӑсен тӳрӗ мар ӗҫӗсем ҫине хирӗҫ ирӗксӗррӗн хуравламалли мерӑсем йышӑнма ыйтрӑмӑр.
"МГ" информацийĕпе.