Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Октябрӗн 2022, 20:13

Пушкӑртстан районӗсен пуҫлӑхӗсем мобилизациленисем мӗнле условисенче пурӑннине хӑйсем тӗрӗслеҫҫӗ

Район ертӳҫисем социаллӑ сетьсенче отчетсем пичетлеҫҫӗ.

Стерлитамак пуҫлӑхӗ Рустем Газизов ҫӗршывӑн пуҫтару пункчӗсене ҫӳрет. Ҫапла, ҫак кунсенче вӑл Пензӑна кайса килнӗ, хӑй районӗнчен мобилизациленӗ ачасем мӗнле условисенче тӑнине хӑй тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех салтаксене кирлӗ япаласем, гигиена хатӗрӗсем, апат-ҫимӗҫ продукчӗсем леçнĕ.
- Пирӗн çамрăк çынсен хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗсене курсан, чунра ҫӑмӑлланчӗ, - каласа парать Рустем Газизов. - Çамрăк çынсем хӑйсен пурăнмалли условисене мӗнле майлаштарни ҫинчен каласа пачӗҫ. Мӗн кирли пурте те пур вӗсен. Апат-ҫимӗҫ енчен те пурте йӗркеллӗ. Вӗсене тумлантарнă, ҫитмен япаласене илсе килтӗмӗр. Халӗ вӗсем боевой хатӗрлеве хастар хатӗрленеҫҫӗ.
Стерлитамак пуҫлӑхӗпе пӗрле çамрăксене пулӑшма ГДК театрпа концерт пӗрлешӗвӗн концерт группи тата "Павильон" ушкӑнӗсем пычӗҫ.
- Пирӗн артистсем çамрăксене хӑйсен концерт номерӗсемпе ҫеҫ мар, ахаль ҫынсен обществипе те, чӗререн пулӑшакан сӑмахӗсемпе те хавхалантарчӗҫ, - палӑртнă Рустем Газизов.
Командӑн планӗсенче - Саратова ҫитсе курасси.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: соцсетьрен.

Пушкӑртстан районӗсен пуҫлӑхӗсем мобилизациленисем мӗнле условисенче пурӑннине хӑйсем тӗрӗслеҫҫӗ
Пушкӑртстан районӗсен пуҫлӑхӗсем мобилизациленисем мӗнле условисенче пурӑннине хӑйсем тӗрӗслеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: