Федерацин "Шкул туризмӗ" социаллӑ программине пурнӑҫланӑ май Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 7 "а" класра вĕренекенсем октябрӗн 3-4-мӗшӗсенче Уфа хулинчи "Эх, Уфа манӑн хула" программӑпа экскурсие ҫитсе курнă.
Пирвайхи кун вӗсем ПР Наци музейне ҫитсе курнӑ, унта тӗрлӗ экспозиципе паллашнӑ, ухӑпа пеме вĕреннĕ. Кафере апатлансан, Уфан истори центрне экскурсие кайнă. Вӗренекенсем гида тимлӗн итленĕ, ыйтусем панă. Ҫавӑн пекех Салават Юлаев палӑкĕ патĕнче тата "Арт-Квадрат" хула центрĕнче пулнă. Ачасене "Урал-тау" отельте вырнаҫтарнă, унта вĕсем каҫхипе ирхи апат çинĕ. Тепӗр кунне тулли программа малалла тӑсӑлнă - В.И. Альбанов ячĕллĕ полярниксен музейĕнче тата Çар Мухтавĕн музейӗнче пулнă. Тур программипе пурте кӑмӑллӑ юлнă. Ачасем ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем нумай пӗлнĕ. Вĕренекенсем шкул администрацине экскурсие кайма май панӑшӑн тав тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.