Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
12 Октябрӗн 2022, 20:10

Мобилизациленӗ предпринимательсемшӗн налук тӳлевӗн срокне тӑснӑ

Кун ҫинчен Михаил Мишустин премьер-министр пӗлтернӗ, пӗлтерет "Известия".

Мобилизациленӗ предпринимательсемшӗн налук тӳлевӗн срокне тӑснӑ
Мобилизациленӗ предпринимательсемшӗн налук тӳлевӗн срокне тӑснӑ

Мобилизациленӗ предпринимательсем валли налуксем, страхлав тӳлевӗсем тата отчетсем памалли сроксене тӑсӗҫ. Кун ҫинчен Михаил Мишустин премьер-министр пӗлтернӗ, пӗлтерет "Известия".
Ҫавӑн пекех бизнесменсене мобилизацилеме хутшӑннисем довереннăҫсене, кредит каникулӗсене, арендӑна илессипе тата ытти кирлӗ документсене йӗркелеме темиҫе кун илессине палӑртнӑ.
Правительство сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, РФ Юстиципе Оборона министерствисем федераци саккунӗн проектне туса хатӗрлеҫҫӗ, унпа килӗшӳллӗн ҫар службине мобилизаципе илнӗ граждансем бизнес харпӑрлӑхҫисем пулма пултараҫҫӗ. Халӗ ҫар ҫыннисен предпринимательствӑна хӑйне е шаннӑ ҫынсем урлӑ илсе пыма юрамасть.
"Башинформ" информацийĕпе.

Мобилизациленӗ предпринимательсемшӗн налук тӳлевӗн срокне тӑснӑ
Мобилизациленӗ предпринимательсемшӗн налук тӳлевӗн срокне тӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: