+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хайбулла районӗнчи Илячево ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем мобилизациленӗ ентешĕсем валли 120 банка ӗне ашӗнчен тунă тушенка хатӗрленӗ. Ял ҫыннисем укҫа пухнӑ, вӑкӑр туяннӑ, мăсăльмансен йӑлипе ӑна ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх ячӗпе тата паян Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен сывлӑхӗшӗн парне кӳнӗ.
Парне выльӑх ашӗнчен тушенка тунă та Хусанти хăйсен мобилизациленисем валли черетлӗ гуманитари конвойӗпе ӑсатнă.
Гуманитари пулӑшӑвне районти кашни ҫын хутшӑннӑ. Ял ҫыннисем хӑйсене хӳтӗлекенсем валли ӑшӑ япаласем, укҫа, кучченеҫсем пухнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: vk.com/club207714147.