Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Октябрӗн 2022, 20:24

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ мобилизациленисен ҫемйисене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатмалли распоряжени ҫине алӑ пуснӑ

Районсемпе хуласен администрацийӗсем боецсен ҫемйисене пурнӑҫ тата йӑлари ыйтусене татса пама пулӑшаҫҫӗ.

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ мобилизациленисен ҫемйисене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатмалли распоряжени ҫине алӑ пуснӑ
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ мобилизациленисен ҫемйисене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатмалли распоряжени ҫине алӑ пуснӑ

Республика кунӗнче Радий Хабиров федераци ӗҫ вырӑнӗсене, кредитсем, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли ҫӑмӑллӑхсене тата ытти соцпреференцисемшӗн пулӑшу памалли 30 мерӑллӑ йӗркесене пӑхса хӑварнӑ распоряжени ҫине алӑ пуснă.
"Вӗсем ача садне кӗртессипе, ачана пӑхассишӗн тӳлессипе, ача-пӑча апатланӑвне парассипе, общество транспорчӗпе тӳлевсӗр ҫӳрессипе, ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьсене каймалли путевкӑсемпе, шкул ачисемпе студентсене колледжсенче вӗри апатпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ. Ватӑрах тӑвансемпе инвалидсем килте тӳлевсӗр социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Мобилизациленнисен ҫемйисене "Жилстройсбережения" программи условийӗсене ҫӑмӑллатӗҫ, Пурӑнмалли çурт-йӗр строительствине аталантармалли фонд урлӑ рынокран кая мар ҫурт-йӗр туянма май парӗҫ. Ун пек пулӑшу мерисем те нумай пулӗҫ", - тенӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Республика кунне халалланӑ чаплӑ пухура.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, республика пирӗн ҫар ҫыннисене, вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене пулăшупа тата тимлӗхпе ҫавӑрнӑ. Районсемпе хуласен администрацийӗсем боецсен ҫемйисене пурнӑҫ тата йӑлари ыйтусене татса пама пулӑшаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ мобилизациленисен ҫемйисене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатмалли распоряжени ҫине алӑ пуснӑ
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ мобилизациленисен ҫемйисене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатмалли распоряжени ҫине алӑ пуснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: