Октябрӗн 11-мӗшӗнче пирӗн республика хӑйӗн тӗп уявне - Пушкӑртстан Республикин кунне - палӑртрӗ. "Дюймовочка" ача садӗнче çав уява уявланӑ май, тематика мероприятийӗсем ирттернĕ. Унӑн тӗллевӗ Пушкӑртстан культурине вӑйӑсем урлӑ явӑҫтарасси, музыка инструменчӗсемпе, пушкӑрт халӑхӗн халӑх пултарулӑхӗпе паллашасси, патриотизм туйӑмне воспитани парасси, Тӑван çӗршыва юратасси.
Мероприяти пирӗн Республикӑн чаплӑ гимнӗнчен пуҫланнă. Ҫак кун ачасем пушкӑрт халӑх инструменчӗпе, курайпа, вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен калакан историпе паллашнӑ. Пушкӑрт халӑх кӗввисене итленӗ, юрӑсем юрланӑ, "Юрта", "Вӑр-вар юланутҫӑсем", "Ялав пух" вӑйӑсем вылянӑ. Ачасем Пушкӑртстан Республикин символики çинчен кӑсӑкланса итленĕ.
Йăлпăлакри "Пчелки", Ситекпуçĕнчи "Колобок" тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнсенче те тематика кунӗ ирттернĕ. Ачасем пушкӑрт халӑхӗн историйӗпе, символикипе, республикӑн карттипе паллашнă. Республикӑра пурӑнакан национальноҫсем ҫинчен пӗлӗвне ҫирӗплетнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.