Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Октябрӗн 2022, 21:16

Пушкӑрт халӑх промыслисен предприятийӗсем федераци пулӑшӑвӗ илӗҫ

Resbash-ru пӗлтернӗ тӑрӑх, ПФО халӑх художество промыслисен 129 предприятийӗ ӗҫлет.

Пушкӑрт халӑх промыслисен предприятийӗсем федераци пулӑшӑвӗ илӗҫ
Пушкӑрт халӑх промыслисен предприятийӗсем федераци пулӑшӑвӗ илӗҫ

Чулхулара Пӗтӗм тӗнчери традициллӗ теттесен конгресӗпе Креатив территорийӗсен форумĕ вӗҫленнӗ, вӗсене ирттермелли тӗллев - ӑнӑҫлӑ практикӑсемпе ылмашăнасси, халӑх мастерӗсен изделийӗсене халăх хушшинче анлă сарасси.
Президентăн ПФОри полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейри халӑхсен хӑйне евӗр культурине паян тӗнчере пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ чухне уйрӑм пӗлтерӗш çуралать. Историпе культура еткерлӗхне упрас тата аталантарас енӗпе ӗҫ мӗнле йӗркеленнинчен пирӗн ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ килет.
Resbash-ru пӗлтернӗ тӑрӑх, ПФО халӑх художество промыслисен 129 предприятийӗ ӗҫлет. Вӗсенчен Пушкӑртстанри, Пермь крайӗнчи, Киров, Чулхула, Оренбург тата Пенза облаҫӗнчи представительлӗ 18 организацисене федераци бюджетӗнчен пулӑшу илекен НХП организацийӗсен федераци переченьне кӗртнӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗк: Президентăн ПФО полномочиллӗ представителӗн пресс-служби.

Пушкӑрт халӑх промыслисен предприятийӗсем федераци пулӑшӑвӗ илӗҫ
Пушкӑрт халӑх промыслисен предприятийӗсем федераци пулӑшӑвӗ илӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: