Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
14 Октябрӗн 2022, 20:27

Музейре тӗлӗнмелле лекцисем иртнĕ

Пурне те ырӑ та ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр!

Музейре тӗлӗнмелле лекцисем иртнĕ
Музейре тӗлӗнмелле лекцисем иртнĕ

Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕнче Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн ОБЖ преподавателӗпе Роман Владимирович Тиманкинпа пӗрле йӗркеленӗ тӗлӗнмелле лекцисем иртнĕ. Килекенсем врачсем киличчен пӗрремӗш пулӑшу памалли правилӑсемпе тата сывӑ пурнӑҫ йӗркин тĕсĕсемпе паллашнă. Вӗрентӗве музей хӑни Лариса Елизаровна Мухаметова ирттернӗ. Вӑл пирӗн районта питӗ паллӑ ҫын, унăн медицина стажӗ 40 ҫула яхӑн тата район больницин хирурги уйрӑмӗн реанимаци палатинче вăл 30 ҫул ытла ӗҫленĕскер, нумай пурнӑҫ ҫӑлса хӑварнӑ. Паян илтнӗ информаци пирӗн пурнӑҫра кирек хӑш самантра та кирлĕ пулма пултарать, енчен те ҫывӑх ҫынсем хӑрушлӑха лексен. Эпир тӗлпулу асра юласса, лекцире вӗреннӗ хӑнӑхусем теорире ҫеҫ юласса шанатпӑр. Пурне те ырӑ та ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр!
#Бижбулякскийисторикоэтнографическиймузей #ЗОЖ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри музейĕн социаллă сетьри страницинчен.

Музейре тӗлӗнмелле лекцисем иртнĕ
Музейре тӗлӗнмелле лекцисем иртнĕ
Музейре тӗлӗнмелле лекцисем иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: