Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
14 Октябрӗн 2022, 15:07

Пушкӑртстан шкул ачи Пӗтӗм Раҫҫейри "ЮИД çӑлтӑрĕ" конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстан шкул ачи Пӗтӗм Раҫҫейри "ЮИД çӑлтӑрĕ" конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑПушкӑртстан шкул ачи Пӗтӗм Раҫҫейри "ЮИД çӑлтӑрĕ" конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ
Пушкӑртстан шкул ачи Пӗтӗм Раҫҫейри "ЮИД çӑлтӑрĕ" конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ

Уфа районӗнчи Миловка ялĕнчи шкулĕнчи 2-мĕш класра вӗренекен Арина Балашова (вĕрентекенĕ - Ильсияр Римовна Халимова) Пӗтӗм Раҫҫейри "ЮИД çӑлтӑрĕ" конкурсӑн "Визитки" номинацинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннă. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршыври пур регионтан та икĕ пин ытла вӗренекен хутшӑннă.
Ачасем пилӗк задани пурнӑҫланӑ — видеовизитка, кирек мӗнле паллӑ телепередачӑри пек, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма чӗнекен репортаж, ЮИД юхӑмне популяризацилес енӗпе авторла позици туса панӑ эссе ҫырнӑ, ҫавӑн пекех ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн, ЮИД юхӑмӗн, транспортӑн, ҫулҫӳревсен е ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн теми ҫинчен юрӑ ҫырнă.
Наградăламалли церемони октябрӗн 19-мӗшӗнче Мускавра Раҫҫейри ГИБДД музейӗнче иртĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Вӗрентӳ министерстви.

Пушкӑртстан шкул ачи Пӗтӗм Раҫҫейри "ЮИД çӑлтӑрĕ" конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ
Пушкӑртстан шкул ачи Пӗтӗм Раҫҫейри "ЮИД çӑлтӑрĕ" конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас