

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин шӑматкун, октябрӗн 15-мӗшӗнче, Турцин ҫурҫӗрти шахтинче взрыв пулнă май (унта 30 ҫынна яхӑн вилнӗ) турккӑсен лидерне Реджеп Тайип Эрдогана чĕререн хурланнине пӗлтернӗ.
"Бартын провинцинчи ҫӗр кӑмрӑк шахтинче авари пулсан, кайран мӗн пулассине шута илсе, питӗ кулянатпăр. Вилнӗ горняксен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗререн хӗрхенсе пулӑшу пама, ҫавӑн пекех инкеке лекнисене пурне те хӑвӑртрах сывалма сунма ыйтатпăр", — тесе ҫырать Кремль пресс-служби телеграмма сăмахĕсене.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: REUTERS/Cagla Gundogan.