Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Октябрӗн 2022, 19:35

Пушкӑртстанра СВО хутшӑнакансене транспорт налукӗнчен хӑтарма палӑртаҫҫӗ

Икӗ пуҫарӑвӗ те СВО — мобилизациленӗ тата доброволец пулса кайнисен ҫемйисене пулӑшнин Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Радий Хабировӑн планӗн пӗр пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Пушкăрт Финанс министерстви республикӑри "транспорт налукӗ çинчен" саккунне тӳрлетӳсем хатӗрленӗ, ҫав саккунпа килӗшӳллӗн СВО хутшӑнакансем е вӗсен ҫемйисен членӗсем пӗр автомобилĕн транспорт налукне тӳлессинчен хӑтăлаççĕ. Кун пирки "Подслушано в Башкирии" телеграм-канал пӗлтерет.
Ҫавӑн пекех "Жилстройсбережени" программа правилисене те улшăнусем кӗртеҫҫӗ, спецоперацие хутшӑнакансене программӑна хутшӑнакан статусне ҫухатмасӑр кирек хӑш вӑхӑтра та счетран кӑларма е уйӑхсерен тӳлеме ирӗк параҫҫӗ.
Икӗ пуҫарӑвӗ те СВО — мобилизациленӗ тата доброволец пулса кайнисен ҫемйисене пулӑшнин Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Радий Хабировӑн планӗн пӗр пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра СВО хутшӑнакансене транспорт налукӗнчен хӑтарма палӑртаҫҫӗ
Пушкӑртстанра СВО хутшӑнакансене транспорт налукӗнчен хӑтарма палӑртаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: