

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин СНГ шайӗнче наукӑпа тӗпчев лабораторийӗ йӗркелеме сӗннӗ.
"Раççей – Тĕп Ази" саммитра тухса каланӑ чухне Раҫҫей лидерӗ биологипе санитари хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче патшалӑхсен хушшинчи пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессине лайӑхлатни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑрханӑ.
"Пандеми пирӗн граждансен сывлӑхӗпе ырлӑхне тивӗҫтерме, ҫавӑн пекех регионти патшалӑхсен технологи никама пӑхӑнманлӑхне ҫирӗплетме регион шайӗнче комплекслӑ тытӑм туса хатӗрлеме кирлӗ пулнине уҫҫӑнах ҫирӗплетсе пачӗ. Сӑмахран, СНГ наукӑпа тӗпчев лабораторийӗнче инфратытӑм туса хурасси ҫинчен шухӑшламалла", - тенӗ Путин.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.