Повар профессийӗ тӗнчери чи авалхи тата чи кирлисенчен пӗри. Поварсӑр ача садӗнче те ӗҫ тухмасть. Повар вăл - ахаль продуктсенчен чӑн-чӑн шедевр тума пултаракан специалист. Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн ачисем кашни кун повара тутлӑ пӗҫернӗ ирхи, кӑнтӑрлахи тата кӑнтӑрла хыççăнхи апатшӑн тав тӑваҫҫӗ. Шӑпах поварсен ӗҫӗнчен килет вӗт ачан малашнехи аталанӑвӗпе сывлӑхӗ.
Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн "Умники" шкула хатӗрленекен ушкăнăн воспитанникӗсем апат-ҫимӗҫ блокĕнче экскурсинче пулнă.
Унта пӗчӗк ачасем поварсемпе, хӑйсен ӗҫӗн мастерӗсемпе паллашнă. Ачасене кухньӑри япаласене, машинӑсемпе чашӑк-тирӗксене апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме мӗнле усӑ курнине, апат-ҫимӗҫе мӗнле тирпейленине каласа кӑтартнă. Ачасем ҫӗнӗ информаци нумай илнĕ.
#спасибоповарам
#деньповара
#акция20октября
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.