Паян, октябрӗн 20-мӗшӗнче, аварисене чакарма, автобус водителӗсем ПДД пӑснине асӑрхаттарас тата хула территорийӗнче пассажирсен автобусӗсене сиенсӗр турттарас ӗҫе ӳстерес тӗлӗшпе пассажир транспортне тӗрӗслевсем иртнĕ.
Автоинспекторсем рейдсене техника управленийӗн ПДД пӑснинчен асăрхаттарас енӗпе ӗҫлекен подразделенийӗнче ӗҫлекенсемпе тата автобус водителӗсем пассажирсене турттармалли правилӑсене пăснине часа хурас тесе ирттереҫҫӗ.
Автобуссем техника тӗлӗшӗнчен мӗнлине уйрӑмах тимлӗн пӑхӗҫ тата вӗсен конструкцийӗсем палӑртнӑ требованисемпе пĕр килнине, рейса кайиччен автобус водителĕсем медицинӑпа техника тӗрӗслевӗсем иртнине, водительсем ӗҫ тата кану режимӗсене, ҫавӑн пекех пассажирсене турттармалли нормӑна пӑхӑннине тĕрĕслĕç.
"Башинформ" информацийĕпе.