Ҫак кун тӗлне Çирĕклĕри ял клубӗнче "Шурӑ тӑрнасен кунӗ" ятлӑ пӗлӳ программи иртнӗ. Ертсе пыракан ачасене ҫак уяв мӗнле пулса кайни ҫинчен, Садко ятлӑ япони хӗрачин трагедиллӗ шӑпи çинчен, вӑл Хиросимра атом сирпӗнӗвӗн ҫухатӑвӗсенчен пӗри пулса тӑни ҫинчен, мӗншӗн шап-шурӑ тӑрнасем асаилӳ символӗ пулса тӑни ҫинчен каласа панă. Ачасемшӗн Дагестан поэчӗ Расул Гамзатов хайланӑ "Тӑрнасем" юррӑн историйӗ кӑсӑклӑ пулса тӑнă. Шӑпах ҫавна пула ҫак уява йĕркеленĕ те, поэзи тата ҫутӑ асра тытмалли уяв.
Мероприяти вӗҫӗнче унта хутшӑнакансем "Астăвăмăн шурӑ тӑрнисем" темӑпа ӳкерчӗксем ӳкернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.