Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Октябрӗн 2022, 20:20

Автоинспекторсем рейд вăхăтĕнче15 ҫулхи урӑ мар водителе тытса чарнӑ

Ҫамрӑк ача тӗлӗшпе темиҫе протокол тунӑ, материалсене ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен комиссине панӑ.

Автоинспекторсем рейд вăхăтĕнче15 ҫулхи урӑ мар водителе тытса чарнӑ
Автоинспекторсем рейд вăхăтĕнче15 ҫулхи урӑ мар водителе тытса чарнӑ

Пушкӑрт Патшалӑх Инспекцийӗн начальникӗ Владимир Севастьянов каласа панӑ тӑрӑх, Геологоразведка ялӗнче ВАЗ-2107 автомобиль водителӗ ҫул ҫинчи полицейскисем чарӑнма законлӑ требованине пăхăнман та пытанма хӑтланнӑ. ДПС инспекторӗсем автомобиле хӑваласа ҫитнĕ.
Водитель документсӑр пулнă, яваплӑхран хӑтӑлма тӑрӑшса, хӑйӗн аслӑ пиччӗшӗн даннӑйӗсене каланă. Тӗрӗслесе пӑхни ҫамрӑк ҫын ӳсӗр иккенне кӑтартса панӑ.
Йӗкӗт полици сотрудникӗсене хӑй 18 ҫул тултарманни ҫинчен пӗлтернӗ, ашшӗн автомобильне ыйтмасӑрах илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем умӗнче ӑна тепӗр хут тӗрӗсленĕ.
Ҫамрӑк ача тӗлӗшпе темиҫе протокол тунӑ, материалсене ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен комиссине панӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Автоинспекторсем рейд вăхăтĕнче15 ҫулхи урӑ мар водителе тытса чарнӑ
Автоинспекторсем рейд вăхăтĕнче15 ҫулхи урӑ мар водителе тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: