

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри боец-доброволецсем валли черетлӗ гуманитари таварӗсем пухма пулӑшакансене пурне те тав тунă.
"Пушкӑртстанран гуманитари конвойӗ юлашки эрнере пирӗн боец-доброволецсем вырнаҫнӑ ҫӗре ҫитнӗ. Унта "шаймуратовецсене" тата "доставаловецсене" чи кирли. Термобелье, ӑшӑ япаласем, атӑ-пушмаксем, термоссем, инструментсем, аптечкӑсем, ҫывӑрмалли михӗсем – ҫаксем пирӗн каччӑсене лере, малти линире, пурнӑҫпа ӗҫе ҫӑмӑллатĕç, - тесе ҫырнӑ хӑйӗн телеграм-каналӗнче Радий Хабиров. - Музыка инструменчӗсем те пур – вӗсем ҫинчен боецсем хӑйсем юлташӗсен хастарлӑхне ҫӗклеме ыйтнă. Посылкӑсен пӗр пайӗ, ку чи хакли – килтен, тӑван-хурӑнташĕсенчен, ҫывӑх ҫыннисенчен. Çăка пухма пулӑшакансене пурне те чӗререн тав тӑватӑп".
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ку гуманитари юлашки конвойӗ мар – татах та, татах та пулӗҫ, "хӗле ҫывӑхрах хам илсе килӗп".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.