Пушкӑртстан Ҫут ҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министерстви регионти операторсене ТКО турттарнӑшӑн мобилизациленӗ тата СВО хутшӑнакансен ҫемйисене тӳлеврен хӑтарма ыйтнӑ. БСТ эфирӗнче ҫӑмӑллӑх илмелли йӗркене экологи министрӗ Нияз Фазылов пӗлтернӗ.
"Ку ыйтӑва татса панӑ ӗнтӗ. Регионти кашни оператор мобилизациленӗ ҫынсен ҫемйисен мĕнпур членӗсене тӳлеврен хӑтарассине йышӑнчӗ. Ҫакна тума е клиент офисне каймалла, е хӑй кабинечӗ урлӑтумалла. Ҫемье йышӗ ҫинчен справка памалла тата ҫемье членӗ мобилизациленни ҫинчен военкоматран документ памалла. Пӗтӗм информаци регоператорсен социаллӑ сетӗсенче пур", - ӑнлантарчӗ Фазылов.
Унсӑр пуҫне, мобилизациленӗ ҫынсен ҫемйисене ҫар ҫынни СВО зонинче пурӑннӑ уйӑхсемшӗн тÿленĕшĕн çĕнĕрен шутласа пама пултараҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.