

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци таможня службин ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламланă. Салам телеграмми октябрӗн 25-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленсе тухнӑ.
Раҫҫей лидерӗ ҫӗршывӑн экономика хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме Федераци таможня служби нумай ҫул хушшинче пысӑк тӳпе хывнине, ҫавӑн пекех федераци бюджетне тултарас тата предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне лайӑх условисем йӗркелес ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ.
Таможня органӗсенче ӗҫлени палӑртнӑ задачӑсене тивӗҫлӗн татса пама ӗҫченсенчен аслӑ компетентлӑх, харпӑр хӑй йӗркелӗхпе пӗлӳ ыйтнине палӑртнӑ Путин.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Михаил Метцель.