Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн "Умники" хатӗрлев ушкӑнӗн воспитанникӗсем Пишпÿлекри историпе этнографи музейне ҫитсе курнӑ. Ҫак экскурсин тӗллевӗ - шкулчченхи ÿсĕмри ачасен ӑс-хакӑл патриотла пахалӑхĕсене йӗркелесси, тӑван ҫӗршыв историне явӑҫтарасси.
Ачасемшӗн музей залӗнче тӗрлӗ экспозициллӗ питӗ кӑсӑк та пӗлӳллӗ экскурси ирттернӗ, вӗсем пирӗн мăн асаттесен йӑлисене ӑнланма, курма, музейӗн уйрӑм экспоначӗсем ҫинчен интереслӗ историсем пӗлме пулӑшнӑ.
Ачасем хаваслансах экскурсовод калавне итленĕ, экспонатсене кӑсӑкланса пӑхнă. Юлашкинчен "Смешарики" мультфильм пăхнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.