Октябрӗн 26-мӗшӗнче Кистенлĕри вăтам шкулта Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ тĕлне мероприятисем ирттернӗ. Раҫҫейӗн пӗрлӗх уявне 1612 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ событисем ҫинчен асӑнса палӑртнӑ, ун чухне халӑх ополченийӗн салтакӗсем Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе Мускава Польша интервенчӗсенчен хӑтарса, обществӑри лару-тӑрӑвне пăхмасăр,тӗнне, пӗтӗм халӑхӑн паттăрлăхĕпе пӗрлӗхӗн тӗслӗхне кӑтартса, Китай-хулана штурмпа туртса илнӗ.
Ҫак уяв Раҫҫейре 16-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пӑтранчӑк вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ.
Ачасем презентацие хаваслансах пӑхнă, фильмсенчи интереслӗ фактсемпе паллашнă, мероприяти темипе ыйтусене хуравланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.